Ял хуҫалӑхӗ
Чӑвашинформ сӑнӳкерчӗкӗ «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирма ҫӗрулми вӑрлӑхне пробиркӑра ӳстерме пуҫланӑ. Кун пирки влаҫ органӗсен порталӗнче хыпарлаҫҫӗ. Анчах лабораторире ҫитӗнтернӗ миниҫӗрулмисен темиҫе стади витӗр тухмалла. Вӑрлӑха микроклоналлӑ мелпе ӳстерсен ҫимӗҫе тӗрлӗ инфекци ересрен пӑшӑрханма тивмӗ, мӗншӗн тесен пробиркӑра стерильлӗ. Агрофирма ларбораторийӗнче ҫулталӑкне 100 пине яхӑн туна ӳстерме пулать. Чӳкӗн 3-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Комсомольски районӗнче пулнӑ. Вӑл ун чухне ял хуҫалӑх прудукцийӗпе ӗҫлекен предприятисене пулӑшассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта инвестици проекчӗн иккӗмӗш тапхӑрне уҫнӑ. Сӑмах теплица комплексӗ пирки пырать. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. Малашне теплицӑра ҫулталӑкне 20 пин тонна пахча ҫимӗҫ туса илӗҫ. Ҫӗнӗ теплица уҫсан 150 ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ, ҫапла майпа халӗ унта 400 ҫын тӑрӑшать. Теплица 22 гектар ҫӗре йышӑнать. Унта экологи тӗлӗшӗнчен таса помидорпа хӑяр туса илеҫҫӗ. Кашни тӑваткал метртан 70 килограмм ытла помидор, 120 килограмм ытла хӑяр туса илесшӗн. Палӑртмалла: пӗрремӗш теплица пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енре Фермерсен шкулӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Россельхозбанкӑн» правлени председателӗпе Борис Листовойпа тӗл пулсан калаҫнӑ. Икӗ ен Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче Фермерсен шкулне уҫма калаҫса татӑлнӑ. Ку – банкӑн вӗренӳ проекчӗ. Мӗн тӗллевпе ӗҫлӗ-ха вӑл? Ҫамрӑксене, уламҫӑсене ял хуҫалӑхӗнче рентабельлӗ услам тытса пыма вӗрентӗ. Ку шкул ӗҫе пуҫӑнакан фермерсемшӗн те, квалификаци шайне ӳстерме палӑртнӑ усламҫӑсемшӗн те усӑллӑ пулӗ. Тен, хӑшӗ-пӗрин харпӑр ӗҫне аталантарма шухӑш пур, анчах пӗлӳ, ӑсталӑх ҫук? Эппин, Фермерсен шкулӗ пулӑшӗ. Борис Листовой банк ҫитес ҫул фермер продукцийӗн «Хамӑрӑн» фестивальне ирттерме палӑртнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарти Пӑр керменне хура тар тӑкса хура ҫӑкӑр туса илекенсене професси уявӗпе саламлама пухӑннӑ. Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансен кунне палӑртма ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекенсем те ҫитнӗ. Унччен вара отрасль ӗҫченӗсенчен пӗрисене: чи сумлисене, чи хисеплисене, чи тивӗҫлисене — республикӑн Правительство ҫуртне йыхравланӑ. Йышра уй-хирте вӑй хуракансем те пулнӑ. Сӑмахран, Комсомольски районӗнчи «Труд» хуҫалӑхри Минрешит Тимергалеев. Вӑл 40 ҫул ытла трактористра тӑрӑшать. Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Приволье» тулли мар яваплӑ обществӑн (ӑна «Ольдеевская» хуҫалӑхра ӗҫленипе те чылайӑшӗ пӗлет) пуҫлӑхӗ Евгения Беликова хӑйӗн кӗске сӑмахӗнче Чӑваш Ен тата чӑваш ялӗ аталантӑр, эпир ҫавӑншӑн пӗрле ӗҫлер тесе палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
fotostrana.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере Тутарстанри Пӑва районӗнче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Унти ветеринарсен шухӑшӗпе, чир-чӗр Патӑрьел районӗнчи усламҫӑран туяннӑ кӑвакал чӗпписемпе пӗрле килнӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх ветеринари служби Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Тутар Сакӑтне ҫитсе ҫав усламҫӑн кайӑк-кӗшӗкне тӗрӗсленӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑн кӑвакалӗсем сывах. Ялта та чирлӗ кайӑк-кӗшӗк тупса палӑртман. Юлашки вӑхӑтра ку тӑрӑхра кайӑк-кӗшӗк вилнӗ тӗслӗхсем пулман. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку лару-тӑрӑва куҫран вӗҫертмелле марри пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ӗнер ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Патӑрьел районӗнче пулнӑ, вӑл темиҫе фермер хуҫалӑхне ҫитсе курнӑ. Фермерсенчен пӗри каланӑ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнче агропарк пулсан питӗ аван. Вӗсем хаваспах унӑн резиденчӗ пулӗччӗҫ. Олег Николаев ҫапла каланӑ: агропарк пулатех! Ӑна Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗнче тума пулӑртнӑ. Олег Николаев малтан иккӗленнине пытарман: агропарка хула ҫывӑхнерех тумалла мар-и? Патӑрьел районӗнче пулсан вара иккӗленӳ сирӗлнӗ: кунта резидент пулас кӑмӑллисем те нумай. Палӑртмалла: Юхма Пӑла тӑрӑхӗнче АПК тытӑмӗнче 16 проект пурнӑҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Патӑрьел районӗнче хура вӑлча туса илме тытӑнасшӑн. Ирина Кошкина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Вӑл муниципалитетри фермер хуҫалӑхӗсемпе паллашнӑ. Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Ферид Чабатов фермер ял хуҫалӑх культурисем ӳстернипех ҫырлахмасть. Вӑл 70 метр тӑршшӗ хупӑ бассейнра 5 ҫул ӗнтӗ пулӑ ӗрчетет. Фермер каланӑ тӑрӑх, вӑл 8 пине яхӑн пулӑ ӗрчетет. Ҫӗкӗ те пур, осетр та. Форель ӗрчетме уйрӑм пӗве чавнӑ. Ҫитес ҫул фермер хура вӑлча туса илме пуҫласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакансем ӗне тытнишӗн патшалӑхран субсидие илеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхри 32 пин ҫын 48,3 пин ӗнешӗн субсидие тивӗҫнӗ. Укҫана ӗне хуҫисен 88,9 проценчӗ илнӗ те ӗнтӗ. Патшалӑх паракан ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен заявленипе вырӑнти ял тӑрӑхӗсене каймалла. Вӗсене ҫулталӑк вӗҫлениччен йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствипе ҫыхӑнма пулать. Телефон номерӗ — 8 (8352) 64-22-41. Хушма хуҫалӑх тытакансене Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Марина Карягина тележурналист очерксен ярӑмӗ хатӗрлеме пуҫӑннине пӗлтернӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре пурӑнакан Владимир Павловпа паллаштарнӑ. 70 гектар ҫинче ӳрӗк кил хуҫи кишӗр, севок, ытти культура ӳстерет. Унӑн хуҫалӑхӗнче – 30 лаша, сумалли 12 ӗне, темиҫе вӑкӑр. Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ӗҫне юратаканскерӗн чунӗ ачаранах шкултан колхоз ферминелле, хирелле туртнӑ. «Ҫакӑн пек маттур та пултаруллӑ ҫынсем тытса тӑраҫҫӗ паянхи яла. Пӗтме памаҫҫӗ. Халӑх пуласлӑхӗ, шанчӑкӗ вара – ял. Мускава ҫӳресен – тарҫӑ чӑваш, килте юлсан – хуҫа. Асатте-асаннесене ҫак ҫӗрех тӑрантарнӑ», – юратса паллаштарнӑ Марина Карягина телекӑларӑм геройӗпе Фейсбукра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче кӗрхисене акма тытӑннӑ. Кӗрхисем валли 67,4 пин гектар ҫӗр, е планпа пӑхнин 64,4 процентне, хатӗрленӗ. Кӗрхисене акма 5 районта тухнӑ. Вӗсене 435 гектар (2019 ҫулхи ҫак кун тӗлне – 1,1 пин гектар) акнӑ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырасси те малалла пырать. Хальлӗхе 95,4 пин гектар вырнӑ, е планпа пӑхнин 32,7 процентне. Тӗштырӑна 332,4 пин тонна тӗшӗленӗ. Тухӑҫ вӑтамран гектар пуҫне 35,0 центнер тухать. Чи пысӑк тухӑҫ – Ҫӗрпӳ тата Красноармейски районӗсенче. Унта гектартан 48,9 тата 41,5 центнера ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |